Четверг, 8 октября, 2026
Главная > Публикации > «Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма 5 чĕлхепе кун çути курнă

«Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма 5 чĕлхепе кун çути курнă


Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-çыравçăн пирĕн ентеше – Çеçпĕл Мишши поэта – халалласа çырнă иккĕмĕш поэми ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕ 2022 çулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун çути курнă.
Çĕнĕ поэмăна тăван чĕлхепе пĕрлех вырăсла (куçаруçи Любовь Петрова), акăлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тĕрĕс тата илемлĕ куçарма пултарнă. Çакă вулакансен йышне тата та ÿстерме май парать. Сăмах май, вырăсла тата акăлчанла куçару варианчĕсем виççĕ таранах пулса кайна иккен. Çавăнпа вĕсене уйрăм кĕнекен кăларас шухăш пуррине те пĕлтернĕ Лидия Ивановна.
Поэмăра автор Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕн çулĕпе утать, Шăхасанта, Теччĕре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унăн шăпине, чун ыратăвĕне тата хастарлăхне ăнланма тăрăшать.
– «Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма чăваш литературин хаклă еткерĕ пулса тăчĕ. Вăл вулакансене Çеçпĕл Мишшин таланчĕпе çывăхрах паллашма, унăн сăввисене тарăнрах ăнланма хистет. Поэма хăйĕн илемĕпе тата шухăш тарăнăшĕпе тыткăнлать. Лидия Филиппова сăвă йĕркисемпе Çеçпĕл Мишшин чунне уçса парать, унăн пурнăç çулĕнчи йывăрлăхсене, ĕмĕт-шухăшĕсене вулакан патне çитерет. Поэтăн сăнарĕ чĕрĕлле, уççăн курăнать, унăн пултарулăхĕ вара халăхшăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланма пулăшать. Кĕнекене тĕрлĕ чĕлхепе куçарни чăваш литературишĕн пысăк çитĕнÿ пулса тăрать. Çакă вара тĕнчери вулакансене пирĕн культурăпа паллашма, чăваш поэзине юратма май парать. Куçаруçăсен ăсталăхне пула Çеçпĕл Мишшин сăввисем тĕрлĕ халăх чĕлхисемпе янăраççĕ, вĕсен илемĕпе тарăнлăхĕ сыхланса юлать… – палăртнă кĕнекен редактор-консультанчĕ Чăваш халăх поэче Юрий Сементер.
«Çеçпĕл йĕрĕпе» поэма пире хамăрăн историпе культура еткерлĕхне хисеплеме, чăваш литературин пуянлăхне упрама хистет. Кĕнеке пичетленсе тухни тата ăна халăх умне кăларни – чăваш интеллигенцийĕшĕн те, вулакансемшĕн те пысăк уяв.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *