Шăматкун Чăрăшкассинче ял уявĕ иртнĕ. Вырăнта пурăнакансене çак паллă пулăмпа округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă.
Çав кун Чăрăшкассинче çĕнĕ спорт лапамне уçнă. Ăна ял халăхĕ пуçару программине хутшăнса ĕçе кĕртме пултарнă. Спортсменсем валли хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм пăхса хăварнă, душевой та пур. Спорта кăмăллакансемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн çакă _ чăн-чăн ырлăх.
Çав кунах ялта çар морякĕсене халалласа палăк та уçнă. Ăна «Морское братство» общество организацийĕ пулăшнипе лартма май килнĕ. Ун умне тинĕс флотĕнче службăра тăнисем уяв кунĕсенче пуçтарăнма пултарĕç, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене аса илĕç.

