Суббота, 17 октября, 2026
Главная > Публикации > Канаш тăрăхĕнче экскурсипе пултăмăр

Канаш тăрăхĕнче экскурсипе пултăмăр


Çак кунсенче эпир, Елчĕк округĕн ветеранĕсемпе пенсионерĕсем, Канаш тăрăхĕнче экскурсипе пултăмăр. Çул-çÿрев вăхăтĕнче хамăр ĕçтешсен паха ĕç опычĕпе паллашрăмăр, çавăн пекех икĕ округра чăмăртаннă ветерансен канашĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пултартăмăр.
Пире, хăнасене, чи малтанах Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи «Мелилотус» кооператива илсе кайрĕç. Унта канаш- сем ял хуçалăх продукцине еплерех тирпейленипе паллаштарчĕç. Кулленхи ĕçре çĕнĕ технологисене вăя кĕртни ветерансене уйрăмах кăмăла кайрĕ.
Унтан пурте пĕрле Мăкăр кĕперĕ патне çул тытрăмăр. Авалхи виадукăн историйĕпе Чакаç территори пайĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Л. Михайлов паллаштарчĕ. Кĕперĕн пĕлтерĕшĕ çинче вăл уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Пирĕн çул-çÿрев Мăкăр ялĕнчи культура çуртĕнче вĕçленчĕ. Унта чи хастаррисене хисеп грамотисем парса чысларĕç. Вырăнти артистсем хаваслă концерт лартса пачĕç.
Е. ПЕТРОВА,
Елчĕк тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *