Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хӑйӗн 102-мӗш пултарулӑх сезонне уҫӗ.
Ун чухне вӑл куракансене «Чӑваш тӗнчи» театрализациленӗ концерт программипе паллашма йыхравлать. Программӑн режиссёр-постановщикӗ – ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп балетмейстерӗ Алексей Тимошенко.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

