Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Ушанар ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекпе вӗҫленнӗ вӑл.
Ҫулӑм йывӑҫ стенасене тата урая ярса илнӗ. Пушара ҫӑлавҫӑсем ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Пӳрт-ре кил хуҫин виллине, 59 ҫулти хӗрарӑма, тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пушар мӗнрен тухнине тӗпчет.

