Воскресенье, 16 ноября, 2025
Главная > Публикации > Вĕрентекенсене уявпа саламланă

Вĕрентекенсене уявпа саламланă


Чăваш патшалăх филармонийĕнче Вĕрентекен, Шкулчченхи учрежденисен ĕçченĕн тата Вăтам професси вĕрентĕвĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă пуху иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн чи лайăх вĕрентекенĕсене наградăсемпе чысланă.
Регион ертÿçи Олег Николаев педагогсене саламланă май вĕсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăва пĕлÿ панипе кăна çырлахмаççĕ, воспитани енĕпе те тимлĕ ĕçлеççĕ. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков вĕренÿ заведенийĕсене пултаруллă та ăста педагогсемпе тивĕçтерес, шкула çамрăк специалистсемпе çирĕплетес ыйту çине пусăм тунă. Анатолий Геннадьевич Яндекс компанипе пĕрле информатикăн 150 учителĕ валли вĕренÿ йĕркеленине палăртнă. «Эсир ачасене пĕлÿ кăна мар, чунăра та паратăр – Чăваш Ен, пĕтĕм çĕршыв пуласлăхне никĕслетĕр», – тенĕ Дума депутачĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *