Çак кунсенче Мăкăр ялĕнчи культура çуртĕнче харăсах икĕ уява пĕрлештерсе Ваттисен тата Учительсен кунĕсене туса ирттерчĕç.
Уява культура ĕçченĕ Вероника Иванова уçрĕ. Самантпа усă курса ялти учитель-ветерансене уявпа саламласа хăварчĕ. «Юратнă пирĕн учительсем, эсир хăвăр ĕçĕрпе ырă ята тивĕçрĕр. Эпир сирĕнпе хавхаланатпăр, сирĕнтен тĕслĕх илетпĕр, пурнăçри хастарлăхăршăн савăнатпăр», _ терĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ.
«Хисеплĕ ватăсем, эсир хă-вăр пурнăçа ĕçпе ирттернĕ. Ĕç _ сирĕн пурнăç тĕллевĕ пулнă. Эсир ача-пăча ÿстернĕ, хуçалăх çавăрнă, кашни кунах юратнă ĕçе васканă. Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатăп», _ терĕ ветерансен канашĕн председателĕ Леонид Михайлов ватă çынсене саламланă май.
Кашнин пичĕ çинчи йăл кулă, пĕр-пĕрин хушшинчи хаваслă, уçă калаçу аслă ÿсĕмри çынсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтнине сăмахсăрах çирĕплетсе пачĕç. Ара, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма шăпах кунта май пур-çке. Мăкăр культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» фольклор ушкăнĕ тата çамрăк ăру: Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Таисийăпа Мария Ивановăсем «Яр уçса чÿ- речене кĕтетĕп хам тăвана» юрăпа, Канаш хулинчи Желтухин Дениспа Родион Долматов гитара каласа савăк кăмăл парнелерĕç.
Аслă ăрури çынсем çулĕпе çамрăках мар ĕнтĕ, хăйсен пурнăçĕнче мĕн кăна курман пулĕ. Çавăнпа та пирĕн вĕсене юратмалла, итлемелле, пулăшмалла, хисеплемелле. Асаннесем, кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем пире яланах ырă канаш параççĕ, хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсен ылтăн аллисем мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пулĕ! Анчах эпир уншăн час-часах тав сăмахĕ калама манатпăр. Килти, кÿршĕри тата ялти ватăсене пулăшма нихăçан та манар мар.
Ăшă тĕлпулу çавра сĕтел хушшинче пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçнипе тата техĕмлĕ чейпе сăйланнипе вĕçленчĕ.
Тайма пуçах сире, хисеплĕ ватă çынсем! Сире паянхи уяв ячĕпе саламлатпăр, сывлăхпа, шанăçпа пурăнма, телейлĕ пулма ырă сунатпăр.
Вероника ИВАНОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

