Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсем

Виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсем


Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа паллашар-ха.
Канаш енре тăхăр уйăхра пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 350,3 тонна аш-какай сутнă ?иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 107,5 процентпа танлашать/. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, апла пулин те выльăх-йышне чакармасăр ытти çултинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те пур округра: «Урюм» ЯХПК, «Хучель» пĕрлĕх тата Макаров, Николаев, Никонов, Герасимов фермер хуçалăхĕсем. Тăхăр уйхăра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинчен ытларах пайĕ _ мăйракаллă шултра выльăх ашĕ ?87,1 процент/
Пĕтĕмпе 4917,3 тонна сĕт суса илнĕ ?кăтарту иртнĕ çулхи шайрах юлнă/. Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен сăвăм шайне ÿстернĕ хуçалăхсем те пур, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Хучель» пĕрлĕх тата Никонов, Николаев, Макаров, Герасимов фермер хуçалăхĕсем.
Тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 4306 килограмм сĕт суса илнĕ ?иртнĕ çулхи шайран пысăкрах/. Чи пысăк кăтарту Никонов хресчен фермер хуçалăхĕнче, унта кашни ĕне пуçне 5939 килограмм сĕт сунă, Николаев фермер _ 5453 килограмм, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферминче _ 5411 килограмм. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте вăтам хакпа туянаççĕ. Вăл тата ÿсес шанăç та пур. Выльăх апачĕ çителĕклĕ ха- тĕрлесе хăварнă, çавăнпа та сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать.
Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 491,4 ц сĕт суса илнĕ тата 35 ц аш-какай туса линĕ. Киров ячĕллĕ кооперативăн аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт туса илессипе те малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тăрăшакансемех йышăнаççĕ.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра 1106 ĕне шутланнă. Киров ячĕллĕ ЯХПК тата Никоновпа Николаев фермер хуçалăхĕсем ĕнесен йышне палăрмаллах ÿстернĕ.
Канаш тăрăхĕнче Кондрашов хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе тимлет, вĕсен йышĕ паянхи куна 230 пуçа çитнĕ.
Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри _ выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитесси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПКра уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çавăн пекех фермерсем те айккинче юлман. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.
Сергей ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *