Республикăра ача çуратассине ӳстерес енĕпе йышăннă çĕнĕ мерăсем мĕнле ĕçлени çинчен Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа панă. Мерисем чылай, нумай ачаллă çемьесем те сахал мар – 22,7 пин ытла.
Юлашки çулсенче вĕсене налук енĕпе çăмăллăхсем панă, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ, ытти енĕпе тĕревлеççĕ. 1,2 пин ытла çемье тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕпе танлашакан тӳлеве илнĕ. 5 тата ытларах ачаллă 911 çемьене хваттер панă. Республикăн амăшĕн капиталне 18,1 пин çемье илнĕ – 1,6 миллиард тенкĕ. 9,2 пин ытла çемьере çитĕнекен 18 пине яхăн ачашăн шкул тата спорт форми туянма укçа панă. Пулăшăвăн кăçал йышăннă мерисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 1,04 миллиард тенкĕ илме май килнĕ.

