Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Пуян экспозици хатӗрленӗ

Пуян экспозици хатӗрленӗ


«Ылтӑн кӗркунне» форум Чӑваш Еншӗн кӑҫал та тухӑҫлӑ иртет.
Пирӗн республика яланхилле пуян экспозици хатӗрленӗ. Пӗр ҫӗрте «Макулинский» ӑратлӑ хурсем какалаҫҫӗ, тепӗр тӗлте чӑвашсен паллӑ кучченеҫӗсене тутанма черет пухӑннӑ. Курава кӑҫал 20 ытла предприяти хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ тавара 50 ҫӗршыва ӑсатать. Иртнӗ 9 уйӑхри экспорт калӑпӑшӗ 20 пин тонна ҫитнӗ.
Форумра хамӑр республика аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ килӗшӳсем тума май килнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *