Культура ĕçченĕн Вероника Иванован пуçарăвĕпе çак кунсенче «Чечеклен, Мăкăр ен!» акци иртрĕ.
Ял çыннисем асăннă акцие хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсене тата кĕмĕл волонтерсене ырăпа асăнса хăвармалла. Вĕсем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх. Ĕçрен хăраса тăман хастарсем тăрăшнипе культура çурчĕ йĕри-тавра нумай çул ÿсекен чечексем тата клуб территоринче вырнаçнă стадион хĕррипе йывăçсем лартса хăварчĕç.
Çак аллеяна вĕсем кăçал Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалларĕç. Мухтавлă та тарават Мăкăр ен пуянлăхне упраса хăварас тата ăна чечеклентерес ĕç _ ялти кашни çыннăн тивĕçĕ. Апла пулсан, çулсерен пĕлтерĕшлĕ ырă ĕçсене çамрăксене, çитĕ- некен ăрăва та явăçтарĕç, асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен ырă йăли-йĕркисем ăруран ăрăва куçса пырса вăй илĕç.
Мăнаçланма, савăнма, пĕр утăмпа пĕрле туслăн утма, тăван Мăкăр ене чечеклентерме пирĕн пурте пур. Апла пулсан, пĕрле туслăн пурăнар, тăван халăхшăн пĕрле тăрăшар, ырă ĕçпе пурнăç кĕнекинче ырă ят хăварар.
Вероника ИВАНОВА

