Пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕç Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă.
Строительство министрĕн çумĕ Павел Корнилов Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă. Проектсенчен ытларахăшне вĕçленĕ ĕнтĕ. Укçан пĕр пайĕ перекетленнĕ те – Резерв фондне кайĕ.
Вăл асăннă хуласенче ĕç калăпăшĕ хушăнни çинчен те аса илтернĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнипе унти тротуарсене юсамашкăн хушма укçа уйăрнă. Шупашкарта хальлĕхе юсама палăртнă тротуарсен 58% йĕркене кĕртнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсен 87% вĕçленĕ. Канашра кăтарту пĕчĕкрех-ха – 43% шайĕнче.

