Правительство виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене пĕр хут паракан тӳлевпе тивĕçтермелли йĕркепе условисене çирĕплетнĕ.
Ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Шашкарова пĕлтернĕ тăрăх, тӳлев виçи 300 пин тенкĕпе танлашать. Чăн та, ăна кашни çемье илеймĕ – 35 çулчченхи çамрăксен çемйисене, сахал тупăшлăскерсене, пулăшĕç. Елена Михайловна палăртнă тăрăх, ача çуратассин коэффициенчĕ çĕршыври 41 регионта Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех. Чăваш Ен те – çав списокра. Çак тӳлев асăннă кăтартăва лайăхлатмашкăн пулăшасса шанаççĕ.

