Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Шупашкарта пысӑк флешмоб иртнӗ. Унта вырӑнти аслӑ шкулсенче вӗренекенсем тата ют ҫӗршывран килнӗ студентсем хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Анне палӑкӗ умӗнче 400 яхӑн ҫын пухӑнса 5 вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла халӑхсем туслӑ пурӑннине кӑтартнӑ вӗсем. Хӑшӗсем акцие ушкӑнпах килнӗ.

