Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Кузьма Захаров ячĕпе асăну хăми уçрĕç

Кузьма Захаров ячĕпе асăну хăми уçрĕç


Кузьма Кириллович Захаров çуралнăранпа ноябрĕн 11-мĕшĕнче 86 çул çитрĕ. Çав кун Çĕнĕ Шелттемри администраци тата Культура çурчĕ çумĕнчи сквера Кузьма Кирилловичпа пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсем, шкул ачисем, ялти интеллигенци, тăванĕсем, мăшăрĕ Альбина Анатольевна, ял çыннисем пухăннă.
Ялти библиотека ертÿçи Таисия Иванова шелттемсен паллă ентешĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
_ Кузьма Кирилловичăн ачалăхĕ çăмăл пулман, _ пуçларĕ хăйĕн сăмахне Таисия Васильевна. _ Унăн ашшĕ, Кириле, вăрçăран таврăнман. 1942-мĕш çулта кил-йыш вăл хыпарсăр çухални çинчен хут илет. Нумаях пулмасть архивсенчи документсенчен çакна пĕлтĕмĕр: Кирилл Захаров легендарлă Ораниенбаум «Пятачокне» хÿтĕлесе пуçне хунă. 2024-мĕш çулхи майăн 9-мĕшĕ умĕн унăн Ломоносовăри шăм-шаккине Тăванлăх масарне куçарса пытарнă.
Пĕртен-пĕр ывăлне амăшĕн пĕччен ÿстерме тивнĕ. Ачалăхĕ питĕ йывăр килнĕ Кузьма Кирилловичăн. Выççине те, сиввине те, тем те чăтнă. Анчах вăл ÿссе çын пулма ăнтăлнă, ялти шкултан, унтан Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан малалла вĕренес тесе темле хура ĕçре те ĕçленĕ. Шав малалла вĕренме ăнтăлнă, Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, биологи наукисен кандидачĕ, унтан докторĕ пулса тăнă, профессор ятне илнĕ, нумай çул хушши вĕрентÿçĕ пулса вăй хунă. Биологи наукисен докторĕ Кузьма Кириллович Захаров профессор 2024 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă, ăна тăван ял масарне пытарнă.
Кузьма Кириллович хăй Йошкар-Олара ĕçленĕ чухне Çĕнĕ Шелттемрен виçĕ çамрăка, Кивĕ Шелттемрен пĕр çамрăка вăрман хуçалăх енĕпе вĕренме института кĕме пулăшать. Вĕсем унта аслă пĕлÿ илсе хăйсен пĕтĕм пурнăçне вăрман ĕçне халалланă.
_ Мана та Кузьма Кириллович пурнăçра пысăк пулăшу пачĕ, _ терĕ Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ, халĕ Каçал тăрăхĕнче пурăнакан Егоров Вячеслав Алексеевич. _ Малтан вăл мана Канаш лесничествин тăпра лабораторине ĕçе вырнаçма пулăшрĕ. Унта çур çул ĕçленĕ хыççăн вăл пулăшнипе Комсомольски лесничествине мастера вырнаçрăм. Сакăр çул лесничин помощникĕнче тăрăшрăм. Унтан вăтăр çул, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, лесничи должноçĕнче тăрăшрăм.
_ Ман хамăн вĕрентекенĕмĕн, çывăх юлташăмăн ырă ятне сума суса Çĕнĕ Шелттем ялĕнче мĕнпе те пулин палăртса хăварас шухăш çуралчĕ, _ терĕ малалла Вячеслав Алексеевич. _ Çак тĕллевпе кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнче администраци çурчĕпе юнашар скверта пĕр кăвак чăрăш лартрăмăр. Паян акă, вăл çуралнă кун, пĕрле пухăнса, çак чăрăш çумне гранит плитинчен хатĕрленĕ Асăну хăмине вырнаçтартăмăр.
Вячеслав Егоров сăмахне пухăннисем алă çупса ырларĕç. Çак паллă мероприятие килнĕ шкул ачисем сăвăсем вуласа пачĕç. Надежда Дмитриевна Шамбулина, Мĕтри хĕрĕ, Захаров-Еремеевсен тĕп килĕн-че пурăнать, хăйĕн çывăх тăванĕ çинчен ырăпа кăна асăнать:
_ Кузьма яла килес-тăвас пулсан пĕр самант та ĕçсĕр лармастчĕ, «тата мĕн тумалла» тесе ыйтсах тăратчĕ. Кăмăлĕ питĕ ырăччĕ унăн. Кÿршĕсене те яланах мĕнпе те пулин пулăшма хатĕрччĕ.
Кузьма Кирилловичăн мăшăрĕ, Альбина Анатольевна, Шупашкартан мăшăрĕ ячĕпе Асăну хăми уçнă çĕре ятарласа килнĕскер, çапла каларĕ:
_ Кузьма маншăн _ чи хаклă çынсенчен пĕри. Ырă кăмăллăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, çынна ăнланма пĕлнипе вăл кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ.
Шелттем ял территори уйрăмĕн ертÿçи Елена Мардарьева Кузьма Захаровăн пурнăçĕ хальхи çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăрасса шаннине пĕлтерчĕ.
Кузьма Захаровпа эпир 1954-1957 çулсенче Сиккассинчи вăтам шкулта вĕрентĕмĕр. Ун чухне кунта вăтам пĕлÿ илме тăхăр ялтан çÿретчĕç. Эпĕ 8, 9, 10 «В» классенче, Кузьма «Б» классенче пĕлÿ илнĕ. Пирĕн класра çĕнĕшелттемсем тăххăрăн вĕрнетчĕç: Вася Михайлов, Валя Радикова, Таисия Лабанова, Таисия Ерицова тата ыттисем те. Кашни кун киле çÿреме инçе пулнипе эпир Сиккассинче хваттерте пурăннă. Шăматкун, уроксем хыççăн, Çĕнĕ Шелттемрен ?Кивĕ Шелттем ачисем яла Вăрăм шывĕн çыра- нĕпе таврăнатчĕç/, Пĕршенертен, Вăрăмпуçĕнчен шкула çÿрекенсем пĕр ушкăнпа выляса, юрласа киле утас çула кĕскететтĕмĕр. Кузьма питĕ шÿтлеме, вăйă пуçарма юрататчĕ. Вăл Канаш вăрман хуçалăхĕн тăпра лабораторийĕнче тăрăшнă тапхăрта ăна вăрман тăприне тĕпчеме чавнă тарăн шăтăксене фото ÿкерсе параттăм. Юлашки çулсенче Канаша мĕнле майпа пулин лексен те вăл ман пата «Канаш» хаçат редакцине кĕрсе тухмасăр кайман. «Одноклассники» социаллă тытăмра эпир пĕр-пĕринпе çыхăнсах тăраттăмăр… Хамăн аса-илĕве эпĕ пухăннисене каласа памасăр чăтаймарăм.
Юлашкинчен, мероприяти вĕçленнĕ май, Кузьма Захаров ячĕпе патриотла юрă янăрарĕ.
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *