Канаш тăрăхĕнчи пристав ĕçченĕсем 41 çулти арçынна Мускавра шыраса тупнă. Вăл унта алимент тÿлес мар тесе пытанса пурăннă.
Арçын хĕрĕшĕн алимент тÿлеменрен парăм 700 пин тенке çитнĕ. Вăл Мускавра ниçта та ĕçлемен.
Приставсем явап тыттарассине пĕлтерсен çеç вăл парăма татнă.

