?Малалли. Пуçламăшĕ
41-43 №№/
«Мĕнле вара пурăнмалли вакун çук пултăр. Пирĕнтен инçе мар пушă вакун ларать, унта никам та пурăнмасть. Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ», _ тесе пире ятласа илчĕ. Пире çав кунах поселок вĕçĕнчи пушă вакуна вырнаçтарчĕç. Вакунра таса, çывăрмалли вырăнсем йĕркеллĕ. Кашнин валли тумпăчкăсем пур. Кирпĕчрен купаласа тунă кăмакана шуратнă.
Эпир хамăра килĕшекен вырăнсене йышăнтăмăр. Пирĕн вагонпа юнашарах столовăй. Вакунсем хушшинче улах вырăн. Кунти хÿтлĕхре икĕ йывăç ÿсет. Вĕсем пĕр-пĕринпе тавлашса ÿс-нĕ пекех. Пĕри йĕрекен шурă хурăн, тепри _ ăвăс. Хурăнăн çĕр çинелле усăнса тăракан вăрăм турачĕсем тĕлĕнмелле илемлĕн курăнаççĕ. Ăвăсăн симĕс çулçисем йăваш çил кăшт вĕрнипех ал çупнă евĕр шĕпĕлти сасă кăлараççĕ. Çĕнĕ кÿршĕсем килнĕшĕн савăннă пекех туйăнать пире.
Халĕ эпир тетя Ольăсемпе кÿр- шĕсем. Пĕр бригадăра ĕçлекен тутар хĕрĕсем, Алинăпа Гузель, пирĕнпе юнашарах.
Çывăхрах лаша вити. Столовăй умĕнче шыв колонки.
Хамăр япаласене илме клуба кайрăмăр. Унта Федор Кузьмича курма тÿр килчĕ. Йытти пире тÿрех палласа илчĕ. Хăйĕн лăпсăркка хÿрине пăлтăртаттасра саламларĕ.
«Çитет кунта тертленсе пурăнма, сире çĕнĕ йăвана куçнă ятпа саламлатăп», _ терĕ дядя Федя.
Эпир ăна тав турăмăр, малашне те килсе çÿреме пултăмăр.
Сергейпа Коля Васильев паçăрах хăна кĕтеççĕ. Пĕр шкулта вĕреннĕ Эмилия килмелле паян.
Калаçса ларнă самантрах алăка шаккаса пÿлĕме пĕр илемлĕ чиперкке кĕрсе тăчĕ.
«Ку хĕре эпĕ Канашпа сывпуллашнă вăхăтрах асăрхаса юлнă», _ терĕ мана Виталий хумхануллă сасăпа.
Килнĕ хăна йăрăс пÿллĕ, чипер пит-куçлă, кăвак куçлă.
Ентешсемпе нумайччен калаçса лартăмăр. Эмилия Калягин бригадир ертсе пыракан хĕрарăмсен ушкăнĕнче ĕçлет. Унпа пĕрле тата виçĕ хĕрача пурăнаççĕ: Тамара Федорова, Феня Серебрякова, Валя Федорова. Эмилия кайма хатĕрленсен манăн çывăх юлташ Витали ăна вакуна çитерсе яма пулчĕ.
Яланхи пекех ирхине ĕçе кайма тухрăмăр. Çутă хĕвел саламласа ырă суннă пекех туйăнать. Çывăхри сĕлĕ уйĕнчи çулланса мăнтăрланнă путене ир-ирех хавассăн кăшкăрса сас тă-вать.
Виçĕ çынран тăракан поезд бригади те депо еннелле ĕçе васкать. Кашнин аллинче тимĕртен ăсталаса тунă пĕчĕк чемодан. Инженер Володя хăйĕн теодоличĕпе аякран пăхса рельссем çĕр çинче тĕрĕс выртнине тĕрĕслет. Ăна пулăшса пыракан хĕрĕн аллинче вăрăм шалча.
Пирĕн бригада та ĕçе кÿлĕнчĕ. Юнашар тăрса ĕçленĕ вăхăтра та вĕçĕмсĕр чĕмсĕр тăма çук. Пĕр- пĕринпе ĕçленĕ вăхăтрах калаçса илетпĕр.
Эпир тетя Ольăна пире çĕнĕ вырăн тупса панăшăн тав тăватпăр. Вăл пире хăйĕн пурнăçĕнчи пулса иртнĕ самантсем çинчен аса илсе каласа парать.
Вăл чугун çул ĕçне çамрăклах кÿлĕ-ннĕ. Вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ. Вăхăтра çемье те çавăрайман. Вĕсен çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче иртсе кайнă. Мăшăр пулмалли каччăсем те чылайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Вĕренмелли майсем те пулман. Çапах та вĕсенче çынлăх туйăмĕ упранса юлнă. Паянхи куна та пирĕн-шĕн, çамрăксемшĕн, тăрăшни, пире лайăх тăвас тени куç умĕнче.
Кантуртан килнĕ курьер аванс укçа парассине пĕлтерсен тетя Оля пире каллех вĕрентрĕ: «Ĕçлемесĕр укçа килмест, ăна çирĕп тытма пĕлмелле. Ĕçсе, туртса укçусене ан тăкаклăр. Ытлашшине кĕнеке çине хума вĕренĕр. Унта укçа çухалмасть, пĕчĕккĕн хутшăнса пырать», _ терĕ.
Дядя Петя та каннă вăхăтра нумай ăслă сĕнÿсем парать. Ĕçе хаклама, ăна юратса пурнăçламаллине пĕлтерет. Кашни ĕçĕн вăрттăнлăхĕ пур, вĕсене тĕпчесе пĕлсе çирĕп йĕркепе вĕçлемелле.
Халь усă куракан хыр йывăçĕнчен тунă шпалсене çĕресрен креазотпа хлор цинкĕн хутăшĕпе шÿтернĕ пулсан та вĕсем 16 çул çеç чăтаççĕ, çĕрсе юрăхсăра тухаççĕ.
Шпалсене тимĕртен тусан, вĕсем 30 çул таран тытăнса тăма пултараççĕ. Анчах ку питĕ хаклă япала. Хăçан та пулсан шпалсене тимĕрпе бетон хутăшĕнчен тума вĕренессе шанас килет. Çак шухăшсемпе килĕш-месĕр май çук. Малашлăха шанса, ĕмĕтленсе, ыррине кĕтсе пурăннине мĕн çиттĕр.
Канма ларнă вăхăтсенче шÿт ăстисем те тупăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме те, пурăнма та хаваслăрах.
Акă Николай Катинах илер. Вăл Елчĕк чăвашĕ. Тĕрклĕ те вăйлă, хурарах каччă. Хĕрсемпе юптарса калаçма ăста. Краснодар хулинчен килнĕ хĕрсемпе яланах юнашар. Уйрăмах Валя Маляшка килĕшет пулас ăна. Час-часах каччă ăна тем каласа айкăшса çухăртать.
Коля чикĕрен каçма пуçласанах Вальăн юлташĕсем Клава Соколовăпа Соня Подушка ун хутне крсе каччăна хăвăрт вырăна лартаççĕ, кÿ- рентерме памаççĕ. Вĕсем питĕ кăмăллă, нимрен те хăраса тăман çивĕч хĕрсем. Калаçма та, шÿт тума та питĕ ăста.
Тутар хĕрĕсемпе Коля хăйне сăпайлă тытать. Тутарла калаçма пĕлнипе пĕр-пĕринпе яланах кăмăллă калаçаççĕ.
Тепĕр кунне ĕç пуçланиччен Трифонпа Витя бригадăна çĕнĕ çын илсе килчĕç. Вăл та Вăрăмпуç ялĕнчен, Иван Федотов. Вăтам пÿллĕ, çирĕп шăмшаклă, кăтра çÿçлĕ хура çын. Хальтерех кăна çар тумне ылмаштарма ĕлкернĕ.
Вăл Трифонсемпе пĕрле пурăнма пуçлать. Хальхинче дядя Петя пире ĕçлекен чугун çул çывăхне илсе кайрĕ. Кунта хăйăр айне юлнă мăн кабеле чавса кăларса ăшăхрах чиксе хумалла. Бригадир пире ĕçлеме тытăниччен хытарсах кабелĕ тарăнра выртнине, хăйăр кăпăшка пулнипе ишĕлме пултарассине пĕлтерчĕ, асăрхануллăрах пулмаллине ăнлантарчĕ.
Ал вĕççĕн савук кĕреçесемпе чавса хура тĕслĕ кабель патне çитрĕмĕр. Сиссе те юлаймарăмăр, хăйăр лашлатса анчĕ те траншейăна хупласа хучĕ. Витя Александров- па Иван Тимофеева хулпуççи таран хăйăр айне турĕ. Ачасене аран-аран чакаласа кăлартăмăр, ку пире самаях сехĕрлентерчĕ.
Бригадăна мастер килсе çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ. Çак кунсенсе чугун çул çине ĕçлеме комсомолецсенчен йĕркеленĕ çĕнĕ ушкăн çитмелле. СМП-ра арçынсен çĕнĕ бригада йĕркеленмелле. Вĕсем чугун çулăн çĕнĕрен тăвакан «Сортировочная станция» узелне хывма пуçламалла. Çĕнĕ бригада пуçлăхĕ Кузьма Бортников пуласси те паллă.
Чесноковка хули
?1962 çултанпа
Новоалтайск хули/
Ирхи шуçăмăн шупка хĕрлĕ çути пÿлĕме кĕрсенех ыйхăран вăрантăмăр. Паян Чесноковка хулине кайса курмалла.
Хула еннелле çÿлелле хăпарса пыракан ансăр сукмакпа пыратпăр. Паян та айлăмра çаврака кÿлĕрен ирхи шурă тĕтре çÿлелле кармашса çĕкленет. Çывăхри чугун çул канма пĕлмесĕр ĕçлет. Хушăран тормоз башмакĕсем хăйраса кăларакан сас илтĕнет. Хулана пырса кĕрсенех сукмак дамба çулĕпе пĕрлешсе куçран çухалчĕ.
Йывăç хулан хĕвелтухăç енче больницăпа амбулатори, хула мунчипе столовăй таранах вырнаçса тухнă. Таса уй хĕрринче капмар культура çурчĕ. Пĕр-пĕччен лараканскер, аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Йĕркипе лартса тухнă урамсенчи пĕр хутлă йывăç çуртсенче чугун çул ĕçченĕсем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсен кунта пахча-çимĕç ларт- са ÿстермелли çĕр лаптăкĕсем те пур. Урамсем малалла тăсăлса анлă лапамра тĕл пулаççĕ. Çывăхрах хулан икĕ хутлă вăтам шкулĕ. Тĕрлĕ-рен лавккасемпе пĕчĕк киосксем те пур. Пĕр пĕчĕк лавккинче эрех кăна сутаççĕ. Вăл пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Вырăнти халăх лавккана «Бабье горе» тесе ят панă.
Пире, Виталипе иксĕмĕре, хулари вулавăш çурчĕ интереслентерет. Ыйт- са пĕлсе ăна часах тупрăмăр. Кунта икĕ çамрăк пике ĕçлеççĕ. Эпир хула историйĕпе кăсăкланнине пĕлсен, Иринăпа Вера хавхалансах кĕнеке çÿлĕкĕсем çинче хула çинчен мĕн пуррине тупса пачĕç. Хăйсем те мĕн пĕлнине чылай каласа тĕлĕнтерчĕç. Çак хуларах çуралса çитĕннĕскерсем хула çинчен аванах чухлаççĕ.
Эпир ăнланнă тăрăх, çак хулан кун-çулĕ вырăссен православи тĕнĕ икĕ пая пайланнипе çыхăннă. Ку 1653 çулсенче пулса иртнĕ. Ĕлĕкхи пекех, хăй çĕршывĕнчи йăла-йĕркисемпе пурăнас текенсене патшалăх шайĕн- че хĕсĕрлеме пуçланă. Çавна пулах вĕсен хăйсен тăрăхĕнчен тухса кайма тивнĕ. Вĕсем ?староверсем/ инçетри Алтай тăрăхне те çитсе çапăннă.
Пурнăçри йывăрлăхсене чăтма хăнăхнă, ĕçчен те маттур, харсăр та хăюллăскерсем, Чесноковка шывĕн пырĕ ?устье/ патне çитсе чарăннă, хутор туса пурăнма пуçланă ?1750 çул/.
Унччен çав вырăнта тĕпленсе пурăнакан çынсем пулман. Хăш-пĕр чух куçса килекен çынсен ушкăнĕсем çак вырăнсенче курăнкаланă.
Чесноковка шывĕ аслă улăха юхса кĕрет. Улăх тахçан Обь шывĕн тĕпĕ пулнă. Аякран куçса килнĕ çынсене çĕнĕ вырăнта пурнăç пуçласа яма çăмăл пулман. Улăх çыранĕн вашмăк- рах вырăнĕнче кĕреçесемпе чавса çĕр пÿртсем ăсталанă.
Кунти тавралăх вĕсене килĕшнĕ. Кунта вĕсем хăйсене ирĕкрех туйнă.
Анлă улăхра утă çулса типĕтнĕ. Çывăхри юхан шывра пулă тытнă. Шурлăхлă вырăна сунара çÿресе ка-йăк-кĕшĕксене шуйлантарнă. Вăрмансенче кăмпа-çырла пуçтарнă. Улăхри юшкăн тăпри çинче пахча-çимĕç çи- тĕнтернĕ. Уйра çĕр сухаласа тыр-пул туса илме пуçланă.
Çулсем кĕрлесе иртнĕ май хутор таврашĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Улăхăн кукăр-макăр авкаланса выртакан çÿллĕрех çыранĕсене тикĕслесе тÿрлетнĕ, таптаса хытарнă, хăйăрпа чул хутăшĕ сарса 1911 çулта чугун çул хывнă.
Чесноковка шывĕ урлă чугун çулăн тимĕр кĕперне çĕкленĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ чугун çул нумай хуласене çыхăнтарма пуçланă. Вăлах пĕчĕк хутора аталанса ÿссе пыма пулăшнă.
1934 çулта йывăçсемпе ĕçлекен пысăк предприяти уçăлать. 1939 çулта хутор рабочисен поселокĕ пулса тăрать. 1941 çулта кунта Днепродзержинск хулинчен вакунсем тăвакан завод куçса килсе ĕçлеме пуçлать. 1942 çулта поселок хула ятне тивĕçет.
Вăрçă çулĕсенче çак пысăк пĕлте- рĕшлĕ завод фронта кирлĕ вагонсем туса кăларнă. Унта ĕçленĕ маттур çынсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вĕсен ырă ĕçĕсем нихăçан та манăçа тухмĕç.
Халь çĕкленекен «Алтайская сор- тировочная» станцине туса пĕтерсен, çĕршывшăн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ чугун çул узелĕ пулса тăмалла.
Малалли пулать

