Ҫак кунсенче Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 30 ҫамрӑк хваттер уҫҫисене илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Хваттерсем хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта ҫав самантрах пурӑнмашкӑн куҫма пулать.
Сӑмах май, кӑҫал ҫак категорие кӗрекен 452 ҫынна хваттерсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра 367-шӗ валли пурӑнмалли кӗтес туяннӑ, тепӗр 78-шӗ ҫурт-йӗр сертификатне илнӗ. Ҫитес ҫул тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме хыснаран 1,4 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ.

