Чӑваш Енри усламҫӑсемпе хулари троллейбуссенче паллаштарма пуҫлӗҫ.
Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем социаллӑ сетьри хӑйсен страницисенче пӗлтернӗ.
Акци 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Ятарлӑ экрансене 132 троллейбусра выр-наҫтарӗҫ. Акцие хутшӑнакан усламҫӑсем ҫав вӑхӑтра хӑйсем ҫинчен тӳлевсӗр каласа кӑтартма пултарӗҫ. Видеосене сасӑсӑр хатӗрлемелле, унӑн вӑрӑмӑшӗ 15 ҫеккунтран ытла пулмалла мар.

