Пятница, 16 октября, 2026
Главная > Публикации > Казак культурин кунӗ иртнӗ

Казак культурин кунӗ иртнӗ


Туслӑх ҫуртӗнче казак культурин кунӗ иртнӗ.
Унта культура министрӗ Светлана Каликова, казаксен общество организацийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Ларура казаксен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
«Казаксем пирӗн ҫӗршывра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем культура аталанӑвне, социаллӑ пурнӑҫа, ырӑ кӑмӑллӑх ӗҫне пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ», – тенӗ Светлана Анатольевна.
Уяв концертӗнче казаксен, чӑвашсен, эрменсен, вырӑссен ташӑ-юрӑ коллективӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *