Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль премьери пулнӑ. Ҫапла майпа «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.
Ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинан. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.
Спектакле тепӗр хутчен раштавӑн 24-25-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Шкул ачисемпе студентсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултараҫҫӗ.

