Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗсем хӑҫан иртесси паллӑ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

