2026 ҫулта Чӑваш Енре Сывлӑхпа спорт кунӗсем хӑҫан пуласси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акци кашни уйӑхрах пулӗ.
Ҫав кунсенче республикӑри спорт тата сывлӑха ҫирӗплетмелли учрежденисене, бассейнсене, тренажер залӗсене тӳлевсӗрех кӗме май пур.
Ҫитес ҫул сывлӑхпа спорт кунӗсем ҫак кунсенче иртӗҫ: кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пушӑн 14-мӗшӗнче, акан 18-мӗшӗнче, ҫу уйӑ- хӗн 23-мӗшӗнче, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, юпан 17-мӗшӗнче, чӳкӗн 21-мӗшӗнче тата раштавӑн 19-мӗшӗнче.

