Суббота, 24 октября, 2026
Главная > Публикации > «Ылтăн» алăллă ăста

«Ылтăн» алăллă ăста


Сиккасси салинче пурăнакан Александр Сергеев – «ылтăн» алăллă ăста. Вăл Чăваш Респyбликинчи ремесленниксен гильдийĕн туслă йышĕнче тăрать.
Александр йывăçпа ытларах еçлеме кăмăллать. Вулă çумĕнче ÿсекен мăкăль-çăпанран тĕрлĕрен илемлĕ тата çирĕп савăт-сапа ăсталать. Унăн ĕçĕсене Шупашкарта иртнĕ Туризм форумĕнче те пысăк хак панă. Мускавра йĕркеленĕ Раççейри халăх пултарулăхĕн «Ладья» курав-ярмарккăран вара пирĕн ентеш Тав хучĕпе таврăннă.
Вăрăм кану кунĕсенче ал-ĕç ăсти çывăхри вăрманта тупнă пăши мăйракисене çирĕплетмелли илемлĕ композицисем касса кăларнă. Вĕсене вăл Яманкасси ялĕнче пурăнакан юлташне Çĕнĕ çул парни тунă.
Чăн та, тĕлĕнмелле ăста çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *