Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫапа уйӑракан комплексра хӑйне евӗрлӗ ӗҫченсем пур. Вӗсем – кӑйкӑрсем.
Унта кӑйкӑрсем 8 ҫул каялла «ӗҫе» вырнаҫнӑ. Унччен ҫӳп-ҫапа пӗрмай чарлансемпе ҫӑхансем тапӑннӑ: шавланӑ, чакаланса ҫӳп-ҫапа сапаланӑ. Кайӑксене хӑратмалли хатӗр нумайлӑха пулӑшман – чарлансемпе ҫӑхансем вӗсене хӑнӑхса ҫитнӗ. Ҫапла кӑйкӑрсене «ӗҫе хӑнӑхтарнӑ».
Халӗ унта чарлансемпе ҫӑхансем сахалрах. Вӗсем кӑйкӑрсене курсан хӑйсемех вӗҫсе тараҫҫӗ.

