Кăçал Чăваш Ен экспорт ĕçне Беларуç Республикинчен пуçланă.
Пĕрремĕш партире – республикăри аграрисем ӳстернĕ 22 тонна севок сухан. Продукци пахалăхне фитосанитари сертификачĕ çирĕплетет.
Палăртмалла: 2025 çулта Чăваш Ен ют çĕршыв- сене 1,7 пин тонна севок сухан ăсатнă. Продукцин ытларах калăпăшĕ Молдовăна, Казахстана, Болгарие, Румыние, Монголие тата Кăркăсстана кайнă.

