Йĕпреҫ тӑрӑхĕнче ҫурхи уяв тĕлне тюльпан ӳстереҫҫĕ.
Пысӑк Упакасси шкулĕнче вĕренекенсем ятарлӑ меслетпе чечек лартнӑ. Тĕрĕс пӑхнине кура аван вӑй илнĕ ешĕл хунавсем. Шӑп та лӑп Хĕрарӑмсен кунĕ тĕлне ҫеҫкине ҫурмалла.
Епле аван парне пулĕ амӑшĕсемпе вĕрентекенсем валли!

