Кăçалхи çанталăк çынсен çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн. Иртнĕ кăрлач тата вăя кĕнĕ нарăс уйăхĕсенчи юр таврана шуратса илем кÿнисĕр пуçне йывăрлăхсем те кăларса тăратрĕ. Куллен çăваканскер çулсемпе сукмаксене хупăрлать, картишсенче кĕрт куписем ÿссех пыраççĕ. Кун пек чухне ватăсем тата килтен тухса çÿреймен сывлăхĕ енчен хавшак çынсем уйрăмах шар кураççĕ.
Социаллă служба ĕçченĕсем кун пек чухне хăйсен хÿтлĕх витĕмĕнче тăракан çынсене йывăрлăхра пăрахса хăвармаççĕ. Вĕсем юр çунă-çуманах кĕреçе йăтса тата пластик корыта туртса васкаççĕ, ватăсене кил-хуçалăхра çулсемпе сукмаксем уçса параççĕ, картишĕнчи юра урама е анкартине кăларса параççĕ.
Çакăн пек пархатарлă ĕçшĕн социаллă пулăшăва тивĕçекен çынсем хăйсене пулăшу кÿрекенсене тав тума манмаççĕ, яланах ăшă сăмахпа аса илеççĕ.
«Ватă çыншăн пĕчĕк юр купи те пысăк чăрмав кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та хăйсем патне пулăшма çÿрекен социаллă ĕçченсене вĕсем кĕтсех тăраççĕ, хисеплеççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ», _ тет Канашри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр ертÿçи Наталия Иванова.

