Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Никама та итлемен

Никама та итлемен


Шупашкарти 67-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене 3 млн тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ăна полицейскисем, банк ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ, анчах вӑл никама та итлемен.
Ывӑлне кун пирки пӗр уйӑхран кӑна пӗлтернӗ. Вӑл ҫине тӑрса ыйтнипе ҫеҫ хӗрарӑм полицие кайнӑ. Тухтӑрта ӗҫлекен хӗрарӑм патне «пенси фончӗн ӗҫченӗсем», «Роскомнадзор, ФСБ, Тӗп банк ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем унӑн укҫине Украинӑна куҫарма тӑнӑ тесе хӑратса пӗтернӗ, счет ҫинчи укҫине, пӗлӗшӗсенчен кивҫен илсе йӑлтах «резерв фонда» куҫарма хушнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *