Канаш хулинче пурӑнакан Наталия Ильина 101 ҫул тултарнӑ.
Наталия Борисовна тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, вӑл чи асли пулнӑ. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнӗ. Наталия Борисовна 17 ҫулта чухнех торф кӑларма кайнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1946 ҫулта, Канашри элеваторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 45 ҫул тӑрӑшнӑ, ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Наталия Борисовна мӑшӑрӗпе Василий Ильичпа 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 8 мӑнукӗпе тата 10 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

