Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Светлана Михопарова ҫамрӑк усламҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ. Ӑна Мускавра иртнӗ «Ылтӑн кӗркунне» куравра чысланӑ.
Светлана Михопарова «АПКри хӗрарӑмсем» конкурсра 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Санккино» сыр савучӗ уҫнӑ, ӑна ерт-се пырать. Предприятире талӑкра 25 тонна сӗт-рен продукци хатӗрлеҫҫӗ. Пӗр уйӑхра «Санккино» туса кӑларнӑ 80 тонна сыр тӗрлӗ региона ӑсанать. Ҫамрӑк усламҫӑ вырӑнти шкула та пулӑшать.

