Федераци шайĕнчи сарлака трасса е ял урамĕ хушшинчи ансăр çул — пурте стратеги пĕлтерĕшлĕ объект шутланаççĕ. Вĕсем юсавлă, хĕллехи вăхăтра юртан таса пулни çынсен пурнăçне çăмăллатнипе пĕрлех сыхласа хăварма та пулăшаççĕ.
Инкек мĕн сиксе тухас пулсан ятарлă службăсем палăртнă вырăна кĕске вăхăтра çитсе ĕлкĕрнин пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк-вĕт.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче çил тăман Чăваш Енре пит хыттăн алхас- рĕ. Çÿллĕ кĕртсем куç умĕнче тенĕ евĕр ÿссе пычĕç. Вăл çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене тĕрĕслемеллипех тĕрĕслерĕ. Пирĕн ра- йонта автоçулсене йĕркелĕхре тытса тăрассипе «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх тата Макаров индивидуаллă предприниматель ĕçлеççĕ, ял урамĕсене тасаттарма вырăнти администрацисем ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата фермерсемпе килĕшÿ тăваççĕ.
Канмалли кунсенче Яманкасси ялне çитсе килтĕм. Автомашинăпа кĕрсе тухма пулать, çынсем трактор эрнекун çĕрĕпех урам хушшисене тасатнине пĕлтерчĕç. Шăматкун яла харăсах икĕ техника килчĕ, вĕсем çула хырса якатнипе пĕрлех айккисене те сарлакалатрĕç. Фермера, хăйĕн çине илнĕ яваплăха тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн, яманкассисем тав тăваççĕ