Пулас педагогсене Канаш тăрăхĕнчи шкулсене ĕçлеме килме йыхравлас тĕллевпе пĕлÿ çурчĕсен директорĕсем Шупашкара çул тытнă.
Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулнă, унта юлашки курссенче вĕренекен студентсемпе калаçнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ентешсенчен чылайăшĕ диплом илсен тăван тăрăха ĕçлеме килессине пĕлтернĕ, эппин, çамрăк педагогсем хăйсем вĕреннĕ шкулсене ĕçлеме таврăнас шанăç пур.
Лариса СЕРГЕЕВА