Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пирĕн тивĕç — çĕнтерÿçĕ салтаксен паттăрлăхне асра тытасси

Пирĕн тивĕç — çĕнтерÿçĕ салтаксен паттăрлăхне асра тытасси

Эльвира ЯКОВЛЕВА, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ:
— Çĕршывăн тĕп саккунне халăх паттăрлăхне асра тытасси çинчен статья кĕртме сĕннĕ. «Раççей Федерацийĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ятне чыслать, истори тĕрĕслĕхне хÿтĕлет. Тăван çĕршыва сыхланă чухне халăх паттăрлăхĕн пĕлтерĕшне чакарма юрамасть», — тенĕ текстра.
Конституцие тÿрлетÿсем кĕртнипе эпĕ килĕшетĕп. Шел пулин те, халĕ историе çырса илме, ăна улăштарма хăтланакан нумай.
Тăван çĕршывăн паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене аркатаççĕ. Анчах та тĕнчери миллионшар çын тĕрĕслĕхе астăвать. Пирĕн тивĕç — çĕнтерÿçĕ салтаксен паттăрлăхне асра тытасси. Халăхăн вăрçă çулĕсенчи пархатарлă, мухтавлă ĕç-хĕлĕ çинчен калакан произведенисене вĕренÿ пособийĕсене кĕртесчĕ, мĕншĕн тесен килекен ăрусене çакăн çинчен каласа кăтартакансем çултан-çул пурнăçран кайса пыраççĕ.
Эпир, çитĕннисем, хамăр çĕршывпа мăнаçланма вĕренсе ÿснĕ. Конституцие кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсем çапларах: Раççей хăйĕн историне çырса илме ирĕк памасть.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *