Канашри муниципаллă округра агрономсен конференцийĕ иртнĕ. Ăна çулсерен çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен йĕркелеççĕ.
Канаш тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20 пин ытла гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Çĕр улми уйĕсем 150 гектар йышăнĕç. Пахча-çимĕçе канашсем 20 гектар çинче туса илес тĕллевлĕ. Техника культурисем валли 6 пин гектара яхăн çĕр лаптăкĕ уйăрĕç. Выльăх апачĕ валли тĕрлĕ культурăна 7 пин гектара яхăн лаптăк çинче акса çитĕнтерĕç. Пысăк тухăç илес тĕллевпе акакан вăрлăхăн пахалăх шайĕ çине пысăк тимлĕх уйăрĕç.