Главная > Публикации > Сасăлав пырать

Сасăлав пырать

Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем, Уçырма ялĕнче хăтлăлăх кÿмелли лапамăн дизайн проекчĕшĕн сасăлаççĕ. Хаклавра икĕ проект, çынсен хăйсен шухăшне ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен палăртмалла.

Волонтерсем сасă пуçтарас тĕлĕшпе халăх йышлă пулакан вырăнта ĕçлеççĕ. Малтан вĕсем Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнче пулнă, унтан округри тĕп больница лапамне çитнĕ.

Пĕлме, сасăлав пынă тапхăрта канашсен пĕтĕмпе тăватă пин ытла çын шухăшне шута илмелле, хальхи вăхăт тĕлне сасăсене çурри ытла пуçтарнă та ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *