Четверг, 19 сентября, 2024
Главная > Здоровье > Репродукци сывлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ

Репродукци сывлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ

Çемье çулталăкĕнче репродуктивлă сывлăх диспансеризацийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл арçынсемпе хĕрарăмсен сывлăхĕ çине çеç мар, çемьен пуласлăхĕ çине те витĕм кÿрет.

Кăçалтан пуçласа ача çуратма пултаракан ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсен диспансеризацийĕ вăхăтĕнче вĕсен репродукци сывлăхне те тĕрĕслеççĕ. Ку профилактика ĕçне «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕ- семпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа Канашри тĕп район больницинче 811 çыннăн репродуктивлă сывлăхне тĕрĕсленĕ, çав шутра 560 хĕрарăм тата 255 арçын.

Ача çуратма пултаракан ÿсĕмри ?18_49 çул/ çынсен диспансеризацийĕ ачаллă пулма чăрмантаракан чирсене тупса палăртас тĕллевлĕ.

_ Сывă пепке çуратассин никĕсĕ _ пулас ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕ. Ача çурални _ çемье пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ те телейлĕ пулăмсенчен пĕри. Репродуктивлă сывлăх пăсăлнин сăлтавĕсем чылай, çав шутра сахал хускални, сиенлĕ йăласем, стресс, вăхăтра тупса сиплемен инфекцисем, хăш чухне тата çуралсанах пулнă патологисем. Çавăнпа та куллен тĕрĕсленни питĕ кирлĕ, çакă вăл çие юлманнинчен сипленессинче пĕрремĕш утăм тума пулăшать. Арçынсен район поликлиникин 303 кабинетне паспортпа тата ОМС полисĕпе пымалла, хĕрарăмсен вара _ хĕрарăмсен консультацине. Тĕрĕслев темиçе тапхăртан тăрать. Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче врач малтанхи диагноз лартать, ăна çирĕплетме е пăрахăçлама инструменталлă тата лаборатори диагностикине пурнăçлама ярать, _ каласа парать район больницин акушер-гинекологĕ Галина Харитонова. _ Енчен те хĕрарăмсен сывлăхĕнче мĕн те пулин йĕркеллĕ марри палăрсан вĕсене диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне яраççĕ. Унта вара тата та тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех кирлĕ пулсан çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса сиплеççĕ, çав шутра çие юлмасан ЭКО тăваççĕ. Енчен те шыçăсем асăрхасан хĕрарăмсене операцие яраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *