Утă уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче Чăваш Енре ăратлă выльăх-чĕрлĕх аукционĕ тата «Сĕт вăхăчĕ» фестиваль иртĕ. Вĕсене «Чебомилк» агрокомплексра йĕркелеме палăртаççĕ.
Ăратлă выльăх аукционĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут иртĕ. Унта яланхиллех çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç. Аукциона хутшăнакансем ăратлă выльăх туянма кăна мар, пĕр- пĕрин опычĕпе паллашма та пултарĕç.

