Чăваш кĕнеке издательстви – Чăваш автономийĕн тантăшĕ – чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче 105 çул тултарчĕ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ пек уçнă /Чăвашгиз/. Малтанхи вăхăтра унта кĕнекесем çеç мар, хаçат-журнал та кăларнă. Ытларах вĕренӳ, обществăпа политика, ăслăлăх кĕнекисем пичетленĕ. Вăрçă çулĕсенче çар тематикине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1963 çулта Чăвашгиз Чăваш кĕнеке издательстви пулса тăнă, кăларăмсен йышĕ чылай ӳснĕ, ача-пăча тата илемлĕ литература пысăк вырăн йышăнма пуçланă, ял хуçалăх, вĕренӳпе педагогика тата ытти кĕнекесем, альбомсем пысăк тиражпа тухнă. Тĕрлĕ çулта кунта паллă чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсем вăй хунă: Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайĕ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветĕр Уяр, Куçма Турхан, Василий Давыдов-Анатри, Юрий Сементер тата ыттисем те.
Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пичет çуртĕнчи 7-мĕш хутри хăтлă залра Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уява кĕнекеçĕсемпе çыравçăсем, журналистсемпе библиотекарьсем, литература тусĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ăна Ольга Рубцова корректор тата ӳнерпе графика пайĕн заведующийĕ Наталия Орлова ертсе пычĕç. Вĕсем издательствăн кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç. Хăнасем экран çинчи презентаципе паллашма пултарчĕç.
«Эсир – пуян культура еткерлĕхне упракансем, малалла аталантаракансем. Сирĕн кулленхи ĕç-хĕлĕр, кашнин тӳпи, паянхи курăмлă пĕтĕмлетӳсем – пуласлăхри аталанăва хывнă çирĕп никĕс. Пирĕн умра – кĕнеке издательствине, унăн брендне, пурлăхпа техника базине çĕнетмелли пысăк мероприяти. Эпир ку ĕçе пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Пурне те ăнăçу, çитĕнӳсем тата ăшăлăх сунатăп», – терĕ Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов. Вăл Эллада Надукова аслă бухгалтера, Ольга Рубцовăпа Эльвира Шельтямова корректорсене Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов, тĕп бухгалтерăн çумĕ (ерт-се пыракан экономист) Ирина Краснова, «Книжные новинки № 3» магазин сутуçисем Ирина Павловăпа Наталия Егорова ЧР Цифра министерствин Тав хутне тивĕçрĕç.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Скворцов предприятие еплерех вырнаçнине аса илчĕ, хăйне пулăшакансене тав турĕ. «Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама мана шанса панă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхсене ăнланман чĕлхепе кăткăс текст вулама хăтланнипе танлаштарас килет. Мĕнпур ыйтăва татса панă çĕре хутшăнма, пĕтĕмпех ăша хывма тиврĕ: офисри пӳлĕмсене шыв аннине пĕтермеллинчен пуçласа ĕçченсене шалăва вăхăтра памалли таранах. Виçĕ çул тăрăшатăп ку йышра. Каялла çаврăнса пăхатăп та редакторсен, корректорсен, верстка тăвакансен капашсăр пысăк ĕçне куратăп. Вĕсем нимле йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсен ĕçне юратса тăваççĕ. Çывăх вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствине «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕпе пĕрлештерме йышăннă. Ку утăм çĕнĕ те вăйлă тытăм йĕркелессе шанатăп. Вăл чăваш чĕлхипе литературине, культурине цифра ĕмĕрĕнче аталанма май туса патăрччĕ. 105 çул каялла Чăваш кĕнеке издательствине шăпах мĕн пуррине упраса малалла аталантарас тĕллевпе пуçарса янине асра тытасчĕ.
Манăн çавăн пекех хама çул кăтартса, пулăшса пынă çынсене тав тăвас килет. Чи малтанах – Татьяна Журавлева тĕп бухгалтера. Вăл предприятире 1986 çултанпа вăй хурать. Ун пек чунне парса ĕçлекен сайра. Александр Иванова та пысăк тав. Вăл тĕп директорта тимленĕ чухне мана издательствăна чĕнсе илчĕ, яваплă ĕçсем шанчĕ. Александр Степанович хавхалантарни, эпĕ пултарассине ĕненни хăват хушрĕ, çĕнĕ майсем уçса пачĕ» – терĕ Владимир Петрович.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – социаллă политика, наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитетăн председателĕ Ольга Петрова издательство ĕçченĕсемпе ветерансене ăшшăн саламларĕ. Ольга Исааковна издательство ĕçĕ-хĕлĕ республика пурнăçĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех маркетингпа суту-илӳ па-йĕн ертӳçине Елена Ивановăна, суту-илӳ менеджерне Наталия Николаевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, «Книжные новинки № 2» магазин заведующине Ольга Степановăна Тав хучĕпе чысларĕ.
ЧР Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçин çумĕ Нина Глотова издательствăна питĕ шанчăклă партнер пулнине асăнчĕ. «Кунта профессионалсем, пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ. Эпир кирек ăçта кайма пуçтарăнсан та кĕнеке чи лайăх парне пулнине шута илсе сирĕн кăларăмсемпе çула тухатпăр. Чăваш кĕнеке издательствин парнисемпе эпир яланах çӳллĕ шайра пуласса пĕлетпĕр», – терĕ Нина Михайловна. Вăл Елена Казакова аслă корректора, ӳнерпе графика пайĕн заведующине Наталия Орловăна Тав хучĕ пачĕ.
«Чăваш кĕнеке издательствипе эпир алла-аллăн утатпăр. Кунта вĕренӳ кăларăмĕсем те, словарьсем те нумай тухаççĕ. 105 çул хушшинче издательство пиншер кĕнеке кăларнă. Кунта тухнă пособисене Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанра, Пушкăрт- станра, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенче питĕ лайăх пĕлеççĕ», – палăртрĕ Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăн ӳкерчĕкĕсем

