Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Тав ҫырӑвӗ парса чысланӑ

Тав ҫырӑвӗ парса чысланӑ

«Чечеклен, Чӑваш Ен» Маяк ялӗнчи ӳсентӑран питомникӗн ячӗ кӑна мар, хӑйӗн ӗҫӗпе ӗҫлекен Марина Павлова блогерӑн псевдонимӗ те. Вӑл Канашри 3-мӗш шкулта Ял хӗрарӑмӗ кунне халалланӑ «Манӑн ялти карьера: Ӗмӗтрен пурнӑҫа» ятпа йӗркеленӗ класс сехетне хутшӑннӑ.

Интереслӗ тӗлпулӑва вырӑнти женсоветсен председателӗсем Наталья Золотовӑпа Эльвира Яковлева йӗркеленӗ.

Марина Павлова ачасене хӑй яланах ялта юлма тата ашшӗ-амӑшӗнчен тӗслӗх илсе ял хуҫалӑхӗпе аппаланма шутлани ҫинчен каласа панӑ. Халӗ ӗҫлекен агроном, питомник тата чечексен тӗлӗнмелле коллекцийӗн хуҫи, предприниматель, икӗ ача амӑшӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Ачисем хӑйсем те ҫӗр ҫинче ӗҫлес енӗпе интересленнине каланӑ. 

 Кунсӑр пуҫне Марина Александровна социаллӑ сетьсенче хӑйӗн аккаунчӗсене тытса пырать, унта чечек ӳстерекенсемпе пахчаҫӑсене консультацисем парать, калча тата тӗрлӗрен лартмалли материалсем сӗнет.

«Мана ялта пурӑнма ҫӑмӑл, эпӗ хамӑн ӗҫе юрататӑп. Манӑн чечексемпе аппаланас, вӗсене ӳстермелли пур вӑрттӑнлӑхсемпе те паллашас ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ, анчах та ҫывӑх тӑванӑмсем те эпӗ ӑнӑҫлӑ пуласса малтанхи вӑхӑтра ӗненмерӗҫ», – палӑртнӑ Марина.

Тӗлпулура Марина Павлована Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗн тав ҫырӑвне парса чысланӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *