Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Опера фестивалӗ пырать

Опера фестивалӗ пырать

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери XXXVI опера фестивалӗ пуҫланнӑ. Ӑна 1991 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫуралнӑ опера юрӑҫи ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Фестиваль Мария Фомичева Петр Чайковскин ҫӗнӗлле лартнӑ «Евгений Онегин» опера премьерипе уҫӑлнӑ. Фестиваль программине тӗнче репертуарӗнчи хайлавсем, наци оперисем, цифра проекчӗсем кӗнӗ. Шкул ачисемпе студентсем валли уйрӑм постановкӑсем пулӗҫ, вӗсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ. Программӑра гала-концерт тӗп вырӑн йышӑнать. Унта Раҫҫейри Наци филармони оркестрӗ те  хутшӑнать.

Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *