Чӑваш Енре пушара хирӗҫле режима пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр: пушара хирӗҫле режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме юраман. Йӗркене пӑсакансене штрафланӑ. Виҫи ахаль ҫынсемшӗн пӗчӗкех мар: 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулнӑ.
Пушара хирӗҫле режима пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн халӗ ку чарусем вӑйра мар. Малашне ҫынсем вӑрмана ирӗклӗнех кӗме пултараҫҫӗ.
Ку режим пирӗн республикӑра ҫур ҫула тӑсӑлнӑ.

