Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пысăк çитĕнÿсемшĕн чысланă

Пысăк çитĕнÿсемшĕн чысланă

Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Лару ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ, районти граждан оборонин ертÿçи Владимир Степанов, Чăваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Граждан оборони, халăха тата территорие чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тата шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Шелттем ял тăрăхне 1-мĕш степеньлĕ, Вăрăмпуç ял тăрăхне 2-мĕш степеньлĕ, Карăклă ял тăрăхне 3-мĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă. Пушарсене профилактикăлассипе ĕçлекен район службине, выльăх-чĕрлĕхпе ÿсен-тăран чирĕсене хÿтĕ- лекен районти службăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *