Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Канаш райповĕн апат-çимĕçне пысăк хак панă

Канаш райповĕн апат-çимĕçне пысăк хак панă

Канашри райпон общество апатланăвĕн ăстисем республикăри чăваш наци кухнин «Вкусы Чувашии» фестивалĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Çак уява республикăри Экономика аталанăвĕн министерстви, Чăвашпотребсоюз тата Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ йĕркелесе ирттернĕ. Фестивальре Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем пĕр-пĕрин хушшинче хăйсем хатĕрлекен апат-çимĕçĕн пахалăхĕ тата унăн тути тĕлĕшĕпе тупăшма пултарнă.

Апат-çимĕç ăстисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Уява çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитет председателĕ Анатолий Аксаков, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Ольга Петрова, регионти экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Лариса Рафикова тата ыттисем хутшăннă.

Олег Николаев кухня кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне палăртакан тĕп ен пулнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен туристсене илĕртекен регион шутланать, аякран курма килекенсем наци апат-çимĕçне астивсе пăхма кăмăллаççĕ, çавăнпа пирĕн вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшмалла.

Фестивальре апат-çимĕç ăстисем пÿремеч, чăкăт хатĕрлеме вĕрентнĕ, пĕремĕксем илемлетнĕ, кашнине тутанса пăхма ирĕк панă. Уявра чăваш наци тумĕн куравĕ те иртнĕ, хăнасем валли концерт лартса панă.

Канашри райпон туслă йышне Валентина Козлова председатель ертсе пынă, тутлă апат-çимĕçе тупăшу валли Наталия Егорова технолог тата Ирина Майорова аслă повар хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *