Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чакаçсем мала тухнă

Чакаçсем мала тухнă

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Физкультурник кунĕнче, Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта Канашри муниципаллă округăн территори пайĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Кăçалхипе ăна 21-мĕш хут йĕркеленĕ.

Спортсменсем çăмăл атлетика енĕпе, шывра ишессипе, алă вăйне виçессипе, кире пуканĕ тĕкессипе, волейболла, мини-футболла выляссипе, винтовкăран тĕл перессипе, канат туртассипе тата шашкă вăййинче тупăшнă.

Ăмăртăва пуçтарăннисене муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов саламланă, кашнине пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Спортпа туслисенчен чылайăшĕ ГТО нормативне тултарассипе те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхнă. Сăмах май, çак ятарлă спорт лапамне иртнĕ çулта хута янă пулнă.

Хĕрÿ тата çивĕч тупăшура Чакаç территори пайĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шăхасансем иккĕмĕш вырăна тухнă. Хучель спортсменĕсем виççĕмĕш пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *