Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Новости > Уява халăх йышлăн пуçтарăнчĕ

Уява халăх йышлăн пуçтарăнчĕ

изображения не найдены

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 73 çул çитнине халалланă митинга Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Мероприяти Вăрăмпуçпа Пĕршенер ялĕсенче пурăнакансем тата шкул ачисем «Вилĕмсĕр полк» утнипе пуçланчĕ. Икĕ ялтан ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса пыракансем кĕçех пĕрлешсе пĕр пысăк юхăм йĕркелерĕç. Митинга хутшăннисем тĕп урампа утса клуб умне çитрĕç. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса обелиск вырнаçтарнă. Çамрăк салтаксем вахта тăраççĕ.
Уяв концерчĕ клубра иртрĕ. Шкул ачисем пуçтарăннисене концерт лартса пачĕç. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уява килнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Степанов саламларĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Вăрăмпуç ял тăрăхĕнчен 302 салтак тухса кайнă, вĕсенчен 206-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Концерт вĕçленсен фронтра пуç хунă тата каярах суранĕсене пула пурнăçран уйрăлса кайнă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан обелиск умне венок тата чĕрĕ чечек çыххисем пырса хучĕç.
Митинг вĕçленсен ĕçпе тыл ветеранĕсене тата хăнасене уяв сĕтелĕ хушшине йыхравларĕç.

Андрей СТЕПАНОВ,
Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Ытти çулсенче пирĕн ял тăрăхĕнче «Вилĕмсĕр полк» пулман. Унта хутшăнас текенсем пурте Шăхасан салине кайнă. Кăçалтан çак пĕлтерĕшлĕ пулăма хамăр патăмăрта та йĕркелесе ярас терĕмĕр. Шкул ачисене хăйсен кукашшĕсемпе аслашшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене тупса ятарлă хатĕр çине çирĕплетме ыйтрăмăр. Пурте хаваспах килĕшрĕç. Эпĕ хамăн çывăх çыннăмсен сăн ÿкерчĕкĕсене хатĕрлерĕм. Кукаçи, Клементий Игнатьевич Галкин, 1940 çулта салтака кайнă. Унтан фронта лекнĕ. Тăван тăрăха 1946 çулта çеç таврăннă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Вăл кавалерист пулнă, лашапа çÿренĕ. Киле Çĕнтерÿпе килсен тепĕр 7 уйăхран, сывлăхĕ хавшнипе, çĕре кĕнĕ. Асатте, Егор Степанович Степанов, тăшмана хирĕç Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Вăрçа вăл 1942 çулта кайнă. Ленинград облаçĕнчи Вороновка ялĕ çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вĕсем паян плакатсем çинчи ытти ветерансемпе пĕрлĕ ял урамĕсемпе «утса» тухма пултарчĕç.

Ольга Павлова,
Вăрăмпуç ял тăрăхĕн специалисчĕ:
— Пирĕн ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă икĕ палăк пур. Вĕсене Вăрăмпуç тата Пĕршенер ялĕсенче вырнаçтарнă. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн асăну вырăнĕсене тасатса тирпейлерĕмĕр, çак пархатарлă ĕçе ялсенче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕнче Çĕнтерÿ уявне йыхравласа пĕлтерÿсем çакрăмăр. Вăрçă çулĕсене тÿссе ирттернĕ аслă ÿсĕмри çынсемпе вăрçă ачисене уява йыхравласа килĕсене пырса чĕнтĕмĕр. Çĕнтерÿ кунĕн уяв программине шкул ачисене те, аслисене те явăçтартăмăр. Пирĕн хамăра мирлĕ пурнăç парнеленĕ çывăх çыннăмăрсемпе ентешсене кашнин асра тытмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code