Çак кунсенче район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев тата районти тĕп ветврач Михаил Кошкин районти хуçалăхсене тухса выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллашрĕç. Петров хресчен фермер хуçалăхĕнче нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Район комиссийĕ пынă вăхăтра янкăлчсем 32 гектар çинче курăка çулнăччĕ. Планпа фермерăн 80 тонна утă типĕтсе кĕртмелле, çавăн пекех 500 тонна сенаж хывмалла. Утă çулнă çĕрте Валерий Сергеевпа Геннадий Петров механизаторсем ĕçлеççĕ (ÿкерчĕкре).
«Исток» тулли мар яваплă пĕрлĕхре Георгий Григорьев нимĕç комбайнĕпе утă çулать. Вăл «Чапка хырĕ» тĕлĕнче курăка çулса картана хыватчĕ. Хуçалăхра 150 тонна утă тата 220 тонна сенаж хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ.
Тĕп эксперт специалист палăртнă тăрăх, кăçал районта 3161 тонна утă типĕтсе кĕртмелле тата 14 пин тоннăна яхăн сенаж янталамалла. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 5473 гектар йышăнать, пĕр çулхисем 800 гектара яхăн çитĕнеççĕ.
«Çанталăк сивĕ тăнипе курăк çÿллĕ хăпараймарĕ. Çавăнпа та, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, унăн тухăçĕ 20 процент сахалтарах пулĕ. Ял хуçалăх специалисчĕсем ытти чухне курăка чечеке ларсан çулма тухнă, кăçал çак йĕркене пăхăнни вырăнсăр. Курăк туни çеçке çурăличченех хытса пырать, çакă унăн пахалăхне чакарать. Хуçалăхсем утçие пурте пуçăннă пулин те ăна кĕске вăхăтра вĕçлеме чĕнсе калас килет. Çакăн пек туни курăкăн иккĕмĕш хутне ÿсме те лайăх условисем туса парать», — пĕлтерчĕ Сергей Павлович.
Артемий МЯСНИКОВ
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн