Четверг, Ноябрь 15, 2018
Главная > Публикации > Ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

Ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ

Юнкун Сухайкасси тĕп шкулĕнче «Чăваш халăхне çутта кăларнă аслă педагог И.Я. Яковлев -тăван халăхшăн ĕçлекен» ятпа районти педагогика ĕçченĕсен наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Мероприяти пуçланас умĕн учительсемпе воспитательсем «Чун-чĕре тĕнчи» илемлĕ пултарулăх, ал ĕç ăстисен курав-конкурсĕпе паллашрĕç. Шкулта тата ача садĕнче ĕçлекен педагогсем мĕнешкел ылтăн алăллă: хăюран, вĕтĕ шăрçаран, йĕппе, çекĕлпе çыхса мĕн кăна ăсталаман вĕсем! Тĕлĕнмелле илемлĕ, куçа та, чуна та илĕртеççĕ япалисем. Тата кашни япалана хăйĕн меслечĕпе тунă: пейп-арт, папье-маше, тильда… Пĕтĕмпе 60 ытла ĕç, кашниех малти вырăна тивĕçлĕ.
Наукăпа практика конференцийĕ интереслĕ те пуян содержаниллĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Юрий Алексеев уçрĕ. Юрий Серафимович чăваш халăхне çутта кăларассинче Иван Яковлевич Яковлевăн ĕçĕсем калама çук пысăк вырăн йышăннине, вăл пирĕн халăхăн чăн-чăн патриочĕ пулнине палăртрĕ. И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен фильм кăтартрĕç.
Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий (Суранов) преосвященнейший Иван Яковлевăн чăваш халăхне панă халалĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Патриархăн кашни сăмахне итлекен чунĕ патне çитерме тăрăшрĕ. Чăвашла таса та çепĕç калаçаканскере итлеме çав тери кăмăллă пулчĕ, ăна итлес те итлес килчĕ. Мĕнле илемлĕ пирĕн тăван чĕлхе!
Конференцие хутшăнакансене Сухайкасси шкулĕн директорĕ Григорий Анисимов саламларĕ. Çеçпĕл вăтам шкулĕн музыка вĕрентекенĕ Юрий Кириллов Анатолий Ырьятăн «Çук, вилмен тăван чĕлхе…» сăввине каларĕ, районти Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Ольга Кузьмина «Чăвашсене» юрă шăрантарчĕ.
Сухайкасси шкулĕнче вĕренекенсем те лайăх программа хатĕрленĕ: литературăпа музыка композицийĕ, чăвашла юрăсем, сценка — пурте тивĕçлĕ шайра та илемлĕ пулчĕç. Ачасем И.Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалне» виçĕ чĕлхепе: чăвашла, вырăсла, акăлчанла вуларĕç.
Унтан педагогсем пилĕк секцие пайланса ĕçлерĕç. «30 ытла педагог тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ, пурте интереслĕ, тĕрлĕрен. Хăшĕсем Иван Яковлевич Яковлев патĕнчен вĕренсе тухнă хăйсен тăрăхĕнчи çынсене шыраса тупса тишкерÿсем тунă. Чылай шкулта учительсем шырав, тĕпчев енĕпе хавхаланса ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Ăвăспÿрт Кипеч, Катек шкулĕсенче. Педагогсем хăйсен ялĕн историне тĕпчеççĕ, çакă питĕ пархатарлă ĕç. Конференцире Иван Яковлевичăн ĕçĕсене тепĕр хут каласа пани пулмарĕ, кашнин хăйĕн тĕпчевĕ.
Мероприятие Канаш хулин педагогĕсем те хутшăнчĕç. 11-мĕш вăтам шкулăн кĕçĕн классен учителĕ Оксана Васильева И.Я. Яковлевпа Мономаха çыхăнтарса хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕпе мастер-класс ирттерчĕ. Питĕ интереслĕ пулчĕ», —  хавхаланăвне пытармарĕ районти вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Елена Иванова.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code