Вторник, Декабрь 11, 2018
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕрке калаçтарать

Çĕнĕ йĕрке калаçтарать

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Чÿк уйăхĕнче Чăваш Енре пурăнакансем çак çĕнĕлĕхпе çыхăннă пĕрремĕш тÿлев квитанцийĕсене алла илчĕç те ĕнтĕ. Ялта пурăнакансене çÿп-çап ыйтăвĕ уйрăмах калаçтарать. Хăшĕн вăл çулталăкĕпе те пуçтарăнмасть, тепри вара кунсерен тенĕ пекех контейнера ăпăр-тапăр йăтать. Тÿлеме, паллах, кашнин пĕр пек тивет.
Лару-тăру çивĕчлĕхĕ сисĕннĕрен çак ыйтăва ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен кун йĕркинче те çĕклеççĕ. Юнкун районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче те хытă каяша пухмалли ыйту тĕп вырăнта пулнă.
Халăха илес тĕк, ăна, паллах, чи малтан хаксен йĕркеленĕвĕпе çыхăннă улшăнусем кăсăклантараççĕ. Вĕсемпе юпа уйăхĕнче Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова паллаштарнăччĕ. Каяшсен кубла метрĕ 442,22 тенке ларать. Тонни — 4138,64 тенкĕ. Çын пуçне малашне уйăхне 74,44 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Унччен каяшсемшĕн хваттер лаптăкне кура тÿленĕ пулсан, малашне вара укçана хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура пуçтарĕç. Çакна та палăртса хăварас килет, енчен те регионти операторпа хытă каяшсене турттарса тухма килĕшÿ туман пулсан, çакă гражданина çÿп-çапшăн килекен квитанцире палăртнă укçа суммине тÿлессинчен хăтармасть.
Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те йĕркене кĕрсе кайиччен калаçу çуратать. Кăсăклă ыйтусем район администрацине те килеççĕ. Час-часах тĕл пулаканнисем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Максим Андреев хуравлать.
— Кулленхи ĕçпе района тăтăшах тухса çÿретĕп. Ялта пурăнакансене хальхи вăхăтра çÿп-çап ыйтăвĕ чăнласах та канăç памасть. Ытларах чухне вырăнта пурăнакансем уйăхра пĕр çын пуçне тивекен укçа суммине ăçтан тупса палăртнипе кăсăкланаççĕ. Сăмах 74,44 тенкĕ пирки пырать. Çак цифрăна сывлăшран илмен, паллах. Ăна ятарлă кăткăс формулăпа Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура тата строительство министерстви республикăри тарифсен службипе пĕрле шутласа кăларнă. Çак укçа суммине коммуналлă хытă каяша турттарса каяссине тата ăна утилизацилессине кĕртнĕ. Контейнерсем вырнаçтарасси тата вĕсем валли ятарлă площадкăсем хатĕрлесси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине тиеннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн района 209 контейнер килнĕ, тепĕр 236-ăшне саккас панă. Контейнер вырнаçтарман ялсенче çÿп-çапа михĕсемпе турттарса каяççĕ. Кашни ял тăрăхĕнче çÿп-çап турттарса тухмалли ятарлă график туса çирĕплетнĕ, çавăн пекех михĕсене ăçта тухса лартмалли вырăнсене палăртнă. Çÿп-çап турттаракан машинăсем графикпе килĕшÿллĕн ялсене эрнере пĕр хутчен пырса çÿреççĕ.
Калăпăр, иртнĕ уйăхра сирĕн ялтан пĕр хутчен те çÿп-çап турттарса тухман. Укçа тÿлемелли квитанци вара пур-пĕрех килнĕ. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха? Пирĕнтен пустуй укçа сăптăраççĕ тесе тÿрех вĕриленсе каймалла мар! Çакăн пек тĕслĕхсем валли Строительство министерстви патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле акт туса хатĕрленĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ документа ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитернĕ те ĕнтĕ. Вырăнтан чăнласах та çÿп-çап турттарса тухман пулсан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çак акта тултарать те ялта пурăнакансене (икĕ çынран кая мар) алă пустарать. Çак документ регионти оператор патне, строительство министерствине тата пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине каять. Унпа килĕшÿллĕн квитанцире палăртнă укçа суммине тепĕр хутчен шутласа параççĕ.
Пĕччен пурăнакансем патне харăсах икĕ çыншăн тÿлемелли квитанци килнине мĕнле ăнланмалла-ха тата? «МВК» «Экоцентр» тулли мар яваплă пĕрлĕх хальлĕхе хăш килте миçе çын пурăннине пĕлмест. Çавăнпа та регионти оператор кашни киле унта миçе çын пурăннине шута илмесĕр икĕ çыншăн тÿлемелли квитанци ярса панă. Яланах кун пек пулмасть, паллах. Сведенисем тĕрĕс пулччăр тесен ял тăрăхĕнчен справка илмелле, ăна Канаш хулинчи Пушкин урамĕнчи 14 çурта (3-мĕш хут, ĕлĕк унта энергосбыт компанийĕ вырнаçнă пулнă) е Шупашкар хулинчи Мускав проспектĕнчи 19-мĕш çурта (11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм) ярса памалла. Кам ăçта хăш адреспа пурăннине тĕрĕс палăртсан квитанцисенче кăтартнă сумма никама та шухăша ямĕ.
Квитанцисем çинче «Экоцентр» ОООпа çыхăнмалли телефон номерне палăртнă. Çынсем çав номерпа оператор патне шăнкăравласа çитейменни çинчен кăмăлсăррăн пĕлтереççĕ. Çĕнĕлĕх пурне те кăсăклантарать, паллах, çак сăлтава пула шăнкăравласа ыйту парас текенсен йышĕ те пысăк. Лини çине пĕр харăс темиçе çын тухнă май вăл яланах пушă мар пек курăнать. Çитес вăхăтра вăл кăштах пушанасса, республикăра пурăнакан кашни çын оператор патне шăнкăравласа çитсе хăйне кăсăк- лантаракан ыйту çине тивĕçлĕ хурав илессе шанатпăр.
Çăмăллăхсем çинчен калас пулсан, сахал тупăшлă çемьесем валли патшалăх субсиди пăхса хăварнă. Унăн виçи çинчен тĕплĕнрех халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайра е МФЦра ăнлантарса парĕç.
«МВК» «Экоцентр» тулли мар яваплă пĕрлĕх республикăри коммуналлă хытă каяшсене пĕччен турттарса ĕлкĕреймест, паллах. Ĕçе вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлас тĕллевпе регионти оператор вырăнти çÿп-çап турттаракан организацисемпе килĕшÿ тăвать. Пирĕн районта паянхи куна «Канашская городская ярмарка», «Экология» тулли мар яваплă пĕрлĕхсемпе Н. Сергеев хресчен фермер хуçалăхĕ ĕçлеççĕ.
Енчен те çитес вăхăтра ялсенчен çÿп-çап турттарса тухассипе ыйтусем сиксе тухас пулсан вĕсене хамăр хаçатра çутатсах тăрăпăр.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code