Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Библиотекăсене — пысăк парне

Библиотекăсене — пысăк парне

Василий Николаев историк, профессор, академик, ăслăлăх ĕçченĕ çуралнăранпа февраль уйăхĕнче 80 çул çитнĕ. Василий Васильевич 85 наука ĕçĕн авторĕ, ку шутран чăвашсен историйĕпе культури çинчен çырнă 11 монографи. Вăл пуçарнипе тата пулăшнипе 2000 çулта К.В. Иванов ячĕллĕ Историпе культура тĕпчевĕсен коммерциллĕ мар фондне туса хунă. В. Николаев чăваш шкулĕсенче хамăр халăхăн историне вĕренттересшĕн пулнă, çавăнпах вĕренÿ пособийĕсем хатĕрленĕ.
Академика халалласа юбилей акцийĕ ирттернĕ. Февраль пуçламăшĕнче пирĕн района сумлă делегаци килнĕ: Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, çÿлерех асăннă фондăн директорĕ Виталий Иванов, унăн çумĕ Владимир Алмантай. Акцин тĕллевĕ — шкул ачисемпе çамрăксене тăван тăрăхăн, чăваш халăхĕн историйĕпе интереслентересси. Хăнасем районăн тĕп библиотекинче ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Шупашкарсем пушă алăпа килмен, вĕсем пысăк парне — ял тата шкул библиотекисем валли 89685 тенкĕлĕх 438 экземпляр кĕнеке — илсе килнĕ. Вĕсен шутĕнче В.В. Николаев 2006 çулта кăларнă «Иллюстрированная история чувашей» çичĕ томлă серин виçĕ томĕ те пур. Кĕнекере чăвашсен несĕлĕсен пирĕн эрăчченхи виçĕ пинмĕш ĕмĕртен пуçласа çĕнĕ эрăри 15-мĕш ĕмĕрчченхи историллĕ çул-йĕрне кăтартса панă. Чăваш халăхне йĕркеленсе кайма витĕм кÿнĕ ку таранччен тĕпчемен фактсемпе пулăмсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Кĕнеке ÿкерчĕксемпе, карттăсемпе пуян.
В. Николаевăн тепĕр кĕнеки «Чăвашсен историйĕ: Авалхи тапхăр» атлас Европăри тата Азири халăхсем çĕнĕ эрăри 500-мĕш çулччен авалхи тата антика тапхăрсене пурăнма куçнине тĕслĕхсемпе кăтартса панă.
Парнесен йышĕнче В. Алмантайăн «Кто мы — суваро-булгары или чуваши;» кĕнеки. Çак ыйтупа автор вулакансен хушшинче пысăк интерес çуратать.
«Чуваши: Этническая история и традиционная культура» кĕнеке те, авторĕсем Виталий Иванов, Василий Николаев, Василий Димитриев, халăхăн историне пĕлмесĕр ытти халăхсен хушшинче харпăр çирĕплетÿ те, харпăр ăнлану та, хак-лав та пулмасть. Ку кĕнекене Раççейри чи пысăк йышлă халăхсенчен пĕрин — чăвашсен этноисторийĕпе культурине халалланă.
Шкулсен тата ял библиотекисене пысăк пулăшу панăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Алексеев, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Лия Арсентьева тав тунă.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code